«Юрма» агрофирма каяшӗ Шупашкар районӗнчи Шемшер тата Шорчекасси ялӗсенче пурӑнакансене те тарӑхтарма тытӑннӑ. Ку ыйтӑва Халӑх фрончӗн хастарӗсем тата «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем тишкернӗ.
Ҫынсем каяш шӑршине туйсанах кун пирки Шемшер ял старостине пӗлтернӗ. Халӑх ҫав КамАЗсем, Шемшерпе Шорчекасси хушшинчи уя чӑх каяшӗ пырса тӑкаканскерсем, Лапсартан пулнине уҫӑмлатнӑ, «Юрмана» шӑнкӑравланӑ – машинӑсем чӑнах та вӗсен иккен. Шемшер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Иванов хапрӑк ертӳлӗхне каяша тӑкма чармашкӑн ыйтнӑ, лешсем итленӗ.
Халӑх фрончӗн хастарӗсем ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратурӑна ыйтупа тухнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн специлисчӗсем те лару-тӑрӑва уҫӑмлатас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян Виталий Петрович Станьялӑн 80 ҫулхи юбилейне палӑртрӗҫ. Пӗрремӗш хутри акт залӗ туп-туллиехччӗ — паллӑ таврапӗлӳҫе, вӗрентекене, публициста тата ытти нумай енпе палӑрнӑ паллӑ общество хастарне саламлама нумайӑн пуҫтарӑннӑччӗ. Вӗсен йышӗнче Шупашкар район пуҫлӑхӗ Николай Хорасев, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин, Виталий Петрович ҫуралнӑ Станьял тӑрӑхӗнчи тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем, пӗрле ӗҫленӗ ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем тата ыттисем пулчӗҫ. Кашни Виталий Петровича ӑшшӑн саламларӗ, хӑйсене тӳрӗ ҫул ҫине тухма май туса панӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ.
Станьял Виталий Петрович 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче колхозник кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Анат Кӗнер шкулӗнче вӑтам пӗлӳ илнӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче — аслӑ пӗлӳ. Виталий Петровичӑн ӗҫ кун-ҫулӗ «Коммунизм ялавӗ», «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗсенче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче иртнӗ. Вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, аслӑ шкул вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫлевҫи.
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакансен сехри хӑпнӑ. Унти халӑх каланӑ тӑрӑх, «Юрма» пӑтӑрмахӗ вӗсем патне те ҫитнӗ. Кун пирки вырӑнти депутат Сергей Беккер пӗлтерет.
Аса илтерер: унччен «Юрма» Шупашкар районӗнче пурӑнакансене ырӑ мар шӑршӑпа тарӑхтарнӑ – чӑх-чӗп каяшне уя тухса тӑкнӑ. Халӗ агрохолдинг Ҫӗрпӳ районӗнчи Рындино ялӗ ҫывӑхӗнче каяш тӑкать-мӗн.
Ҫынсем кананӑ тӑрӑх, ҫак вырӑна раштав уйӑхӗнчех каяш тӑкма пуҫланӑ. «Чӑх-чӗп каяшӗ курӑк ҫунтарса яма пултарать кӑна мар, вӑл ейӳпе пӗрле Ҫавала та лекме пултарать, хула ҫыннисене шывпа тивӗҫтерекен вырӑна ҫитес хӑрушлӑх та пур», - тенӗ Сергей Беккер. Ҫак кунсенче вӑл «Юрма» ертӳлӗхӗпе ҫыхӑннӑ, ҫак ыйтӑва сӳтсе явма сӗннӗ. Ял халӑхӗпе тӗлпулу та ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫатракасси ялӗнче кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче нумай ачаллӑ ҫемье пушарта шар курнӑ. Инкек ҫемьен хуҫалӑхне кӗллентерсе ҫӗрпе танлаштарнӑ.
Кил хуҫи, Ольга Илларионова, ялта юлташӗсем патӗнче вӑхӑтлӑх тӗпленнӗ, ачисем — хулара, тӑванӗсем патӗнче.
Ҫемьене вырӑнти ял тӑрӑхӗ вӑхӑтлӑх икӗ вырӑн сӗннӗ: унчченхи ваттисен ҫуртне тата хваттерти пӳлӗме. Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫи ваттисен ҫурчӗ пулнӑ ҫуртра ачисемпе пӗччен пурӑнма шикленет иккен, вӑл хваттерти пӳлӗме кайса пӑхасшӑн.
Ял ҫыннисем ҫемьене кӑштах пулӑшкаланӑ-ха. Пушарта нимсӗр юлнӑ йыша сӗтел-пукан, йӑлари техника таранах кирлӗ.
Ольга Илларионова Ҫатра Хочехматри шкулта директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшать.
Кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата депутатсем Илпеш ҫывӑхӗнчи ҫӗре урӑх категорие куҫарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Кун хыҫҫӑн «Про Город» хаҫата пӗр хӗрарӑм акӑ мӗн пӗлтернӗ: вӑл мероприятири хӗвӗшӳре пуҫ мимине чӗтрентернӗ.
Депутатсем Илпеш ҫывӑхӗнчи ҫӗре промышленноҫ категорине куҫарма хирӗҫ пулнишӗн сасӑланӑ. Ларӑва ял ҫыннисем те хутшӑннӑ. Вӗсем депутатсем йышӑнӑва сӑмах вӗҫҫӗн ҫеҫ тӑвасран шикленнӗ, ҫакна хут ҫине ҫырса ҫирӗплетмесӗр «халӑх тарҫисене» клубран кӑларса ярасшӑн пулман. Ҫапла майпа клубра хӗвӗшӳ тухнӑ. «Ку бунтра эпӗ шар куртӑм, пуҫ мимине чӗтретрӗм, амантӑм», - пӗлтернӗ ларӑва хутшӑннӑ Лилия Говорова.
Пуҫлӑх тата депутатсем полицейскисем пулӑшнипе ҫеҫ клубран тухайнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, йышӑнӑва прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн ҫеҫ хут ҫинче ҫирӗплетме пултараҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «В.П. Станьял: учёный, педагог, поэт и общественный деятель» (чӑв. В.П. Станьял: ӑсчах, педагог, поэт тата общество ӗҫченӗ) пултарулӑх каҫӗ иртӗ.
Аса илтерер: В. Станьял кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сакӑр теҫетке ҫул тултарчӗ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче ҫуралнӑ. Унпа паллаштаракан кӗнеке те пичетленнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ.
Вулавӑшра иртекен пултарулӑх каҫне ӑсчахсем, халӑх академикӗсем, таврапӗлӳҫӗсем, литераторсем, учительсем, общество ӗҫченӗсем, юбилярӑн вӗренекенӗсем пухӑнӗҫ. Унта Виталий Станьялӑн нумай енлӗ пултарулӑхӗпе туллин паллаштарӗҫ.
Мероприяти кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче 14 сехетре акт залӗнче пуҫланӗ.
Чӑваш хастарӗсем Шупашкарта Сурхури уявне пуҫтарӑннӑ. Ӑна яланхиллех ирттерекенӗ — чӑваш культурине аталантарма пулӑшса пыракан «Сувар» фонд (ертӳҫи — Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин усламҫӑ).
Чӑваш интеллигенцийӗн пайташӗсем тата паллӑ хастарӗсем ЧНК ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлкуҫ» чӑваш наци кухнин кафине пухӑннӑ.
Уяв ака-сухаҫӑсен «Алран кайми аки-сухи» гимнӗпе пуҫланнӑ. Пухӑннисене Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Праски Витти саламланӑ.
Чӑвашсен шурсухалӗсем Евгений Райков вакката Чӑваш Енӗн экс-полпредне Леонид Волкова судра тухӑҫлӑ та ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗшӗн тав тунӑ. Райкова «Чуваши: этническая история и традиционная культура» кӗнеке парнелесе хавхалантарнӑ.
Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ тата Чӑваш офицерӗсен юлташлӑхӗ Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторне Николай Плотникова ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн медаль парса чыс тунӑ.
Чӑваш халӑх инструменчӗсен паллӑ ӑсти тата мусӑкҫи Николай Фомиряков халӑх кӗввисене янӑратнӑ. Вера Орлова ӗҫ ветеранӗ халӑх юррисене шӑрантарнӑ.
Уява Шупашкар тата Муркаш районӗсенчен килнӗ хастарсем те хутшӑннӑ.
Паян, кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче, Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбус ҫӳреттерме тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха.
Аса илтерер: Шупашкарти Хӗрлӗ лапамран Ҫӗнӗ Шупашкарти «Библиотека» («Каблучок» патӗнчи ҫул ҫаврӑмӗ) чарӑнӑва троллейбус 48 минутра ҫитӗ. Шупашкарта 16 ҫӗрте чарӑнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 7 ҫӗрте.
Ҫӗнӗ маршрута уҫнӑ ҫӗре тӗрлӗ тӳре-шара хутшӑннӑ. Вӗсемпе пӗрле жуналистсем те пулнӑ. «Хыпар» корреспонденчӗ Николай Коновалов Чӑваш Енӗн транспорт министрӗн ҫумӗнчен Сергей Яхатинран унашкал троллейбуссене Кӳкеҫе те мӗншӗн ҫӳреттерес мар — унта та пассажир нумай тесе ыйтнӑ. «Малашне Кӳкеҫ еннелле те троллейбус линийӗ йӗркелессине тишкеретпӗр», — пытарман министр ҫумӗ.
Китай пуянӗсем Пӑрачкав районӗнче сӗт-ҫу ферми тумӗҫ. Сӗт-ҫу савучӗ валли кунсӑр пуҫне вӗсем Муркаш районӗнчи Эхветкасси ялӗ ҫывӑхӗнче те, Ҫӗрпу районӗнче те ҫӗр шырарӗҫ. Халӗ Китай инвесторӗсенчен Шупашкар район ҫыннисем шикленсе ӳкнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, вырӑнтисем Илпеш ҫывӑхӗнче логистика центрӗ тӑвассине хирӗҫ. Унта Китай пуянӗсем пырса кӗресрен шикленеҫҫӗ.
«Сычуань-Чувашия» компани хӑй те шухӑшне улӑштарнӑ иккен. Халӗ вӑл Пӑрачкав районӗнче ферма тӑвас темест. Унти уй-хирте апат-ҫимӗҫ культурисене ҫеҫ туса илӗ. Сӗт-ҫу фермине Ҫӗмӗрле районӗнче хӑпартса лартасшӑн. Унта маларах пӗрисем выльӑх апачӗ валли хушма апат хатӗрленӗ, халӗ ҫав производство пушӑ ларать иккен.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Ене 32 васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Вӗр ҫӗнӗ 30 автомобиле Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Канашри, Ҫӗмӗрлери, Патӑрьел, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗсене панӑ. Тин ҫуралнӑ ачасем валли илсе ҫитернӗ 2 реанимобиле Президент пепкелӗх центрӗ тивӗҫнӗ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшӑвӑн автопаркне 95 процент ҫӗнетнӗ. Ку енӗпе уйрӑмах юлашки виҫӗ ҫулта вӑйлӑ ӗҫленӗ.
Палӑртмалла: республикӑри халӑха талӑкӗпех 100 васкавлӑ медпулӑшу бригади пулӑшу парать. Халӗ служба автопаркӗнче – 190 автомобиль.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Будников Александр Михайлович, сӑвӑҫ тата ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |